вторник, 23 марта 2021 г.

«Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта пурнăçа кĕртекенсен семинарне хутшăнни

 2021 çулхи  пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта пурнăçа кĕртни: пуплеве аталантармалли хальхи технологисем» семинар иртрĕ. Семинара 95 çын  хутшăнчĕ, вĕсем хушшинче – воспитательсемпе методистсем, хушма пĕлÿ паракан педагогсемпе музыка ертÿçисем. Сăмах май, «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проектпа республикăмăрти 51 ача сачĕ ĕçлет.

Ĕçлĕ калаçăва этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин ертÿçи Анна Егорова йĕркелесе пычĕ. Неонила Иванова доцент ача садне çÿрекенсене тăван чĕлхене эдьютейнмент технологийĕ çине таянса вĕрентес уйрăмлăхсемпе паллаштарчĕ. Тамара Артемьева доцент, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсем валли хатĕрленĕ чылай вĕренÿ кĕнекисен авторĕ, ачасен пуплевне аталатарма пулăшакан кĕнекесем, вĕсемпе ĕçлес вăрттăлăхсем çинчен каласа пачĕ.

Семинара хутшăннă ача сачĕн воспитателĕсем хушшинче ăсталăх урокĕсем кӑтартакансем пулчĕҫ: «Шкул çулне çитмен чӑваш ачисен тӑван пуплевне аталантарма пулӑшакан вĕренÿ технологийĕсем», «Аслӑ ушкӑнри ачасен пуплевне мнемотехника урлӑ аталантарасси». Пухăннисем чăваш чĕлхине ачасене выляса вĕрентни çинчен, драматизаци вăйин вăрттăлăхĕсемпе  паллаштарĕҫ. «Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи» проекта хутшăннин  пĕрремĕш тапхăрне Муркаш районĕн «Путене» ача сачĕн воспитателĕ пĕтĕмлетрĕ,  музыка ертӳҫисем вара чăваш юррисемпе вăййисем урлă тăван чĕлхене вĕрентнин опычĕпе паллаштарчĕҫ.

Вĕренÿ институчĕн библиотекарĕ Ирина Яковлева хатĕрленĕ «Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ачасен пуплевне аталантарасси» курав та семинара пуянлатрĕ.

Пултарулăх лаççи пек йĕркеленĕ семинар пуриншĕн те кăсăклă та усăллă иртрĕ.

Комментариев нет:

Отправить комментарий