Статья "Сказка приходит на праздник" апрель 2014 г., сборник статей Сказкотерапевтического Фестваля "Её величество сказка", Чебоксары 2014.
Статья "Выля – выля вĕренеҫҫĕ"
(2014 г., апрель, республиканская газета "Чăваш хĕрарăмĕ")
Конспект "Салам, Светофор" 3 ҫулхи ачасемпе ирттермелли уяв сценарийĕ.
(2016 г., сентябрь, газета "Тантăш")
Статья "Вӗренни сая каймасть"
Тавӑтри ача садӗнчи шӑпӑрлансем ҫул-йӗр правилисене ҫулталӑк тӑршшӗпех лапамсенче вылянӑ вӑхӑтра ҫирӗплетеҫҫӗ. Кунта сюжетлӑ вӑйӑсем йӗркелеме светофор, тӗрлӗрен машинӑсем, атрибутсем, костюмсем пур. Ҫулпа полиции, пушар, васкавлӑ пулӑшу транспорчӗ, ҫӑмӑл машинӑсем иртнӗ чухне мӗнле йӗркесене пӗлмеллине аван чухлаҫҫӗ. Садик ӗҫченӗсем ГИБДД инспекторӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ, тӗрлӗрен уявсене, мероприятисене чӗнеҫҫӗ.
Педагогсем шкул ҫулне ҫитмен ачасем ятарлӑ правилӑсене пӗлнине ҫулталӑкра икӗ хутчен тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗренни усси куҫкӗретех: 2012 ҫулта пирӗн садикри ачасем ҫул-йӗр правилисене пӑсни пулман.
Статья "Ăсталӑха вӑйӑра тӗрӗслеҫҫӗ"
(2013 г., февраль, газета Аликовского района "Пурнăҫ ҫулĕпе")
Тавӑтри «Пучах» ача садӗнче нумаях пулмасть кӗҫӗн тата вӑтам ушкӑнри ачасем пуплев, кӗвӗ-ҫемӗ, хускану, ӳнер пултарулӑхӗсене аталантармалли вӑйӑсене вылярӗҫ. Хӑйсем пӗлекен нумай юмахри сӑнарсене калӑпларӗҫ.
Ачасемпе педагогсем «Шевле» ушкӑнра «Хӗлле пулман пулсан», «Чечексем», «Асамат кӗперӗ» ушкӑна ҫӳрекенсемпе «Ҫамрӑк ҫул ҫӳревҫӗ правилисем» спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттерчӗҫ. Урамра уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра воспитательсемпе шӑпӑрлансем ача сачӗн территорине юртан тунӑ юмахри сӑнарсемпе , чӗрчунсен кӗлеткисемпе пуянлатрӗҫ.вӗсене тӗрлӗрен тӗслӗ пӑр катӑкӗсемпе илемлетрӗҫ.
Аслӑ ушкӑна ҫӳрекенсем шашка турнирӗнче вӑй виҫрӗҫ. «Йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑртура та тупӑшрӗҫ.Ҫав вӑхӑтрах вӗсем юрларӗҫ, кӗвӗллӗ шут сӑввисене каларӗҫ.
Статья "Ҫул-йӗр правилисемпе паллашрӗҫ"
( 2012г. июнь, газета Аликовского района "Пурнăҫ ҫулĕпе")
Ҫул ҫинчи пӑтӑрмахсене нумай ҫын лекет, вӗсен хушшинче шкул ҫулне ҫитмен ачасем те сахал мар. Пӗчӗкскерсем инкеке ҫакланасран асӑрхаттарас тӗллевпе Тавӑтри ача садӗнче ӗҫлекенсем шӑпӑрлансене ҫул-йӗр правилисемпе кулленех паллаштараҫҫӗ. «Светофорик» конкурса та тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ.
Ачасем валли кулленех вӑйӑсем, тӗл пулусем, ӳкерчӗксен куравӗсем
йӗркелеҫҫӗ. Ҫак конкурса хатӗрленме ача садӗнче ӗҫлекенсем кӑна мар, ашшӗ-амӑшӗсем те пулӑшаҫҫӗ. Педагогсем 4-7 ҫулхи ачасемпе «Ҫул-йӗр азбуки» спорт мероприятийӗ, «Эпӗ ҫулҫӳревҫӗ» экскурсии, тӗрлӗрен калаҫусем ирттерсе ҫул-йӗр правилисене пӗлнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Ачасемпе садик ӗҫченӗсем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн инспекторӗпе Константин Прокопьевпа тӗл пулчӗҫ. Вӑл ҫул-йӗр правилисене пурин те пӗлмеллине, ачасене ку енӗпе садикре кӑна мар, килте те паллаштармалли ҫинчен каларӗ, курӑмлӑ ӳкерчӗксемпе ҫул ҫинчи паллӑсене кӑтартрӗ. Вӑл е ку йӗркене пӑхӑнмасан инкек патне ҫитме пултарассине ӑнлантарчӗ.
Статья "Тавăт ача сачĕнчи шăпăрлансем пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама та пĕлеççĕ " (2016 г., сентябрь, газета Аликовского района "Пурнăҫ ҫулĕпе").
2000 çултан пуçласа кашни çулах сентябрĕн иккĕмĕш шăматкунĕнче нумай çĕршывра Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ памалли куна паллă тăваççĕ. Пĕрремĕш пулăшу парассин тĕп тĕллевĕ - инкеке лекнĕ çыннăн пурнăçне çăлса хăварасси. Çакăн пек пулăшăва, паллах, медицина ĕçченĕсем пама пултараççĕ. Анчах та пурнăçра тĕрлĕрен лару-тăру пулать. Ытларах чухне медицина ĕçченĕ юнашар çук, çавăнпа та пĕрремĕш пулăшу пама пурин те пĕлмелле.
Çак куна халалласа Тавăт садикĕнчи педагогсем ачасемпе тĕрлĕрен мероприяти ирттерчĕç. Вăтам тата аслă ушкăнри ачасем «Аманнă çынна пулăшасси» видеопрезентаципе паллашрĕç. Пулас шкул ачисем тĕрлĕрен ыйтусем çине хурав тупма пултарчĕç. Çак кунах шăпăрлансем медицина ĕçченĕн пÿлĕмĕнче экскурсире те пулчĕç, тĕрлĕрен инструментсемпе паллашрĕç. Çак садикре тăрăшакан медицина ĕçченĕ Светлана Петрова аманнă çынсене пулăшу пама вĕрентрĕ, медицина аптечкипе паллаштарчĕ. Аптечка яланах ал айĕнче пулмаллине каласа ăнлантарчĕ.
Комментариев нет:
Отправить комментарий